Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чун вӑйӗ (Аркадий Скворцов)

I<<
Орлова Мускава министерствӑна чӗнтерчӗҫ. Ҫав кунах вӑл ҫула тухрӗ. Унӑн ҫул юлташӗ Мускавра пурӑнакан ватӑ инженер — сӑмах ваклаканскер пулчӗ. Акӑ мӗн каласа пачӗ вӑл.
Хулара «Хушпу» ятлӑ завод пулнӑ. Ӗҫӗ вара... Станоксем кӗрленӗ пулин те, завод пӗтсе пынӑ. Рабочисем укҫасӑр ларнӑ, пуҫлӑхсем пурлӑха вӑрттӑн салатнӑ, бизнес туса кӗсйисене тултарнӑ. Вара предприяти панкрута тухнӑ, рабочисем ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫакӑншӑн пурте директора вӑрҫнӑ.
— «Хушпу» пӗтре... Манӑн чун вара ҫакна ниепле те йышӑнасшӑн мар, — терӗ инженер, Орлова пӗрремӗш хут ҫеҫ курнӑ пулсан та, шухӑшне пытармасӑр.
Мускава ҫитичченех «Хушпу» ҫинчен шухӑшласа пычӗ Орлов, вӑтам пӳллӗ, тулли питлӗ арҫын.
>>II<<
Перрон ҫине аннӑ-анманах Орлова такам ятран чӗнчӗ. Вӑл тӗлӗнсе пуҫне ҫӑклерӗ: кам-ши? Хӑйӗн тахҫанхи юлташне курсан ача пек хӗпӗртесе кайрӗ:
— Русаков! Ак тамаша!
Николай Мартыноdич Орловпа Мускав ҫынни Русаков пӗр-пӗрне ыталарӗҫ. Темиҫе ҫул каялла вӗсем Энскри ҫар промышленноҫне кӗрекен эаводра пӗрле ӗҫленӗ. Кайран Русакова урӑх ӗҫе — Мускава куҫарнӑ. Ҫавӑнтанпа курманччӗ вӗсем пӗр-пӗрне. Орлов вара халь те ҫав заводрах ӗҫлет, асла тухнӑ: икӗ уйӑх ӗнтӗ предприяти тилхепиyе тытса пыратъ.
— Директора ҫитрӗн апла? — йӑл-йӑл ҫиҫкелесе пӑхрӗ ун ҫине Русаков. — Саламлатӑп!
— Иртерех-ха. Министр хушу кӑларман-ха. Хӑй патне чӗнтерчӗ... Эс мӗнле? Министерствӑрах-и? Е заводраччӗ?
— Заводраччӗ... Халь ниҫта та мар.
— Чӑнах-и? - тӗлӗнчӗ Орлов.
— Виҫҫӗмӗш уйӑх ӗҫсӗр ларатӑп.
— Тур ҫырлахах! Мӗн пулчӗ?
— Нимӗн те пулман... Вӑхӑчӗ ҫавӑн пек вӗт халь... Никама та кирлӗ мар ҫын пулса татӑм...
Орлов такси тытрӗ. Пӗрле ӗҫленӗ вӑхӑта аса илсе пычӗҫ. Орлова юлташӗ ӗҫсӗр тӑрса юлни хытӑ пӑшӑрхантарчӗ. Министерствӑна вӗсем пӗрле кӗчӗҫ. Унта вара шалт тӑлӗнмелле япала пулса тухрӗ: завод директорӗ пулма Орлов килӗшмерӗ, хӑйӗн вырӑнне Русакова сӗнчӗ.
Тӗрӗс турӗ-ши вӑл ҫапла хӑтланса?
>>III<<
«Мускавран паян ҫӗнӗ директор килет!» Ҫак хыпар заводра хӑварт сарӑлчӗ. Вун иккӗ тӗлне пысӑк та ҫутӑ, халлӗхе хуҫасӑр пулӗме цехсемпе пайсен пуҫлӑхӗсем паллашу ларӑвне пухӑнчӗҫ. Анчах Мускав ҫыннисем, самолет кая юлса килнине пула, асӑннӑ вӑхӑтра ҫитеймерӗҫ. Ҫур сехете яхӑн лӑчӑхса ларнӑ хыҫҫӑн пухӑннисем "перекур" тӑвасшӑн пулчӗҫ. Ҫак вӑхӑтра кӑритурта "Ҫитрӗҫ!" тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ. Кӗҫех урай тулли кавирле пӳлӗме виҫҫен кӗчӗҫ, сывлах сунчӗҫ. Кая юлса килнӗшӑн каҫару ыйтреҫ. Малта — Мускаври пуҫлӑх, шап-шурӑ ҫуҫлӗ арҫын, ун хыҫӗнче — кукша пуҫлӑ, хӗрлӗ сӑнлӑ Русаков тата ҫӑтӑ пӳллӗ ҫамрӑк ҫын, вырӑнти пуҫлӑх.
Орлов вӗсене ларма сӗнчӗ. Пурте сӗтел хушшине вырнаҫсан хӑй те вӗсемпе юнашар ларчӗ. Мускав ҫынни портфелӗнчен документ папкине туртса кӑларчӗ те ура ҫине тӑрса министр приказне вуласа пачӗ; "... Альберт Абрамович Русакова, — пуҫне ҫӗкпемесӗрех вӑл аллипе ун ениелле сӗлтрӗ, — завод директорӗ пулма ҫирӗплетес..." Вӑлах Русаковӑн пурнӑҫ ҫулӗпе кӗскен паллаштарчӗ.
Русаков ура ҫине тӑчӗ.
— Ыйтусем пур пулсан, хуравлама хатӗр.
Ыйтусем пулмарӗҫ.
— Ӑнланатӑп, ыйтусем кайран пулӗҫ, ӗҫлеме тытӑнсан.
Тепӗр кунне Орловпа Русаков ревизи тунӑ пекех цехсем тӑрӑх ҫӳрерӗҫ, каҫхине директор пӳлӗмӗнче чей ӗҫрӗҫ, калаҫса ларчӗҫ.
>>IV<<
Столовӑйран тухсан Орлов сарӑ ҫулҫӑ тӑкӑнса тулнӑ хурӑн аллейи тӑрӑх утрӗ. Урам леш енчен — транспорт шавӗ витер — репродуктор сасси илтӗнет. Сӑркка кӑвакал ҫинчен хывнӑ юрӑ паян иртенпех хӑлхара. Темшӗн ӑша вӑркатать вӑл... Кӳренмелли нимех те пулманччӗ. Хумханмалли те. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пек. Директор иртенпех республикӑри хуҫалӑх пуҫлӑхӗсен канашлӑвӗнче. Орлова вӑл виҫҫӗмӗш цехри пӑтӑрмахлӑ ӗҫе тӗпчеме хушса хӑварчӗ. Тен, ҫав хушу пӑсрӗ Орлов шухӑш-кӑмӑлне? Пӑтӑрмахӗ хула хаҫатне кӑсӑклантарать иккен. Корреспондент килессе кӗтет директор.
Русаков директор сӗтеле хушшине кӗрсе ларнӑранпа вӑхӑт самаях иртрӗ. Орловпа вӑл килӗштерсе ӗҫлет. Анчах Русаков хӑйне евӗр ҫын иккен. Мӑн кӑмӑллӑ. Хӑй кам иккенне кӑтартма юрататъ. Юлашки вӑхӑтра тӗлӗнмелли япала та асӑрхарӗ Орлов: хӑш чух директор унпа... пач палламан ҫынпа калаҫнӑ пек калаҫать... Хирӗҫле шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ вара.
Проходнойра, вахтерсен "кӑлтӑрмачӗ" патӗнче, виҫҫӗмӗш цех пуҫлӑхӗ Симунов, кӳпшек пит-куҫлӑ, ҫав тери мӑнтӑр арҫын, цехри аслӑ бухгалтерпа Логиновпа тем ҫинчен каласҫа тӑрать. Иккӗшне те Орлов вун тӑвата сехет тӗлне хӑй патне чӗнтернӗччӗ. Халь вун иккӗ ҫурӑ. "Бухгалтерпа уйрӑм калаҫса илес мар-ши?" — шухӑшларӗ Орлов.
— Иван Петрович, — терӗ вӑл, — ман пата кӗрсе тух-ха.
— Хӑҫан?
— Халех.
Хӑйӗн пулӗмне кӗрсен Орлов костюм пиншакне хывса пукан хыҫӗ ҫине уртса ячӗ, сигарет пачкине сӗтел ҫине кӑларса хучӗ Хура сӑран папкӑра — паянхи почта. Орлов завод хаҫатне алла илчӗ. "Аҫта-ши вӗсем, пирӗн купсасем?" - ҫакӑн пек ят панӑ Логинов хӑйӗн статйине. Маркетинг служби ҫинчен ҫырать. Кӑҫал цехра ҫӗне продукци - йывӑҫ турттармалли трактор пайӗсем тума пуҫларӗҫ. "Заказчиксемпе договор тунӑ чух продукци пирки ӗлӗкхи купсасем пекех хаклашмалла", - тет Логинов.
Статьяна куҫпа йӗрлекелесе илме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ Орлов — бухгалтер кӗрсе тӑчӗ. Хыткан ҫан-ҫурӑмлӑ, кӑвакарнӑ пуҫлӑскер, вӑл алӑк патӗнчен иртме васкашрӗ.
— Иртсе лар, Иван Петрович.
Орлов Логинов ҫине ӑшшӑн пӑхса илчӗ. Тахҫан вӗсем пӗр цехра ӗҫленӗ. Ҫамрӑк чух. Хӗрӗ унӑн Мускавра пурӑнать.
— Сывлӑх мӗнле, Иван Петрович?
— Чиперех-ха, — терӗ Логинов, сӗтел патне пырса ларса.
— Паянхи хаҫата пӑхса тухрӑм. Сан материална куртӑм. Тӗрӗс ҫыратӑн, — мухтаре Орлов. Унтан ытахальтен тенӗ пек ыйту пачӗ: — Мӗн пулнӑ унта сирӗн цехра? Ытла шавлаҫҫӗ.
— Ревизи хыҫҫӑн пӗр деталӗн шучӗ тухмарӗ...
— Мӗнле деталӗн?
— Трактор гусеницине кустаракан роликен. Шӑв-шавӗ ак мӗнрен пуҫланчӗ. Контролерсем... Чим-ха, контролерӗ кунтахчӗ, хӑй каласа парӗ.
Бухгалтер алӑка уҫса контролёра чӗнсе кӗртрӗ. Лутра ҫамрӑк хӗрарӑм ӗҫри кивелнӗ ҫи-пуҫпа. Пукан ҫине именчӗклӗн ларчӗ.
— Ролик ҫинчен каласа пар, — терӗ бухгалтер. Контролер ӑнлантарсан акӑ мӗн палӑрчӗ. Ҫав кун брак площадкине пӑрахӑҫламан роликсене такам тӑкса тултарнӑ. Ку, паллах, пурне те тӗлӗнтернӗ. Каҫпа ҫав "брак" купи ҫухалнӑ.
— Тен, склада леҫнӗ?
— Ҫук.
— Ӑҫта кайса кӗнӗ-ши вара?
Селектор тӑрӑлтатрӗ.
— Сывлӑх сунатӑп...
Бухгалтерпа контролёр планерка пуҫланиччен тухса кайма васкарӗҫ.
— Вун тӑваттӑра тепре пухӑнса калаҫӑпӑр, - терӗ вӗсене Орлов.
Вун тӑвата сехетре Орлов пӳлӗмӗнче чӗннӗ халӑх пухӑнчӗ — цех пуҫлӑхӗ, бухгалтер, контролер, ревизор, кладовщик, склад хуҫалӑхӗн ертӳҫи. Тепӗртакран Русаков та килсе ҫитрӗ, вара пурте ун пӳлӗмне куҫрӗҫ. Симунов сӑмах илчӗ.
— Вӑрлани-мӗнӗ цехра унччен нихӑҫан та пулман. Ку суя сӑмах! — терӗ вӑл. — Роликсем ӑҫта? Пӗлместеп. Шырас пулатъ.
Продукцие склада леҫес йӗркене пӑсни ҫинчен хӗрсех калаҫрӗҫ. Накладной тӑрӑх детальсем складра пулмалла, Симунов вӗсене цехрах усрать, склада расписка ҫырса парать.
— Сутнӑ продукцие тиеме складри грузчиксем цеха каяҫҫӗ, — ӑнлантарса пачӗ кладовщик.
— Тӗлӗнмелле! — хыттӑн каласа хучӗ директор. Складра та йӗрке ҫук. Кам ирӗк панӑ сире ҫапла хӑтланма? Симунов! Роликсем ӑҫта?
Симунов ним шарламасӑр пуҫне чикрӗ.
— Кунта, ман шутпа, акӑ менле пулнӑ, — терӗ склад хуҫалӑхӗн ертӳҫи. — Грузчиксем ҫав роликсене бракпа арпаштарса янӑ тв шӑратма ӑсатнӑ. Пӗлтӗр пулнӑччӗ ҫавӑн пек йӑнӑш.
"Ак тата! — тӗлӗнчӗ Орлов. т Апла пулма пултарнӑ тейӗпӗр, анчах ӗненме йывӑр. Тӗрӗслеме те май ҫук".
Калаҫу тарӑна кайрӗ. Пухӑннисем тухса кайсан Орлов ним шарламасӑр ларчӗ.
— Ну, мӗн тӑватпӑр, Николай Мартынович? — ыйтрӗ директор.
— Ман шутпа, айӑплӑ вӗсем. Ҫавӑнпа ӗҫрен те тухма хатӗр пек.
— Заявленийӗсем кунта выртаҫҫӗ, — умри папкӑна уҫса хупрӗ директор. — Анчах эп алӑ пусмастӑп весем ҫине.
— Мӗншӗн?
— Мӗншӗн тесен усал шухӑш ҫук пек ҫав пӑтӑрмахра. Выговор парас, урӑх ӗҫе куҫарас... Цехра учет япӑх. Бухгалтер начар ӗҫлет...
— Килӗшместӗп! Бухгалтер цеха тӗрӗслесе тарать. Тӳррипе каласан, ҫак йӗркесӗрлӗхе вӑл тӑрӑ шыв ҫине каларнӑ.
— Тавах аса илтернӗшӗн. Хула хаҫатне ҫырса пӗлтерекенӗ те вӑлах!
Орловӑн куҫ харшийӗ ҫӳлелле ҫӗкленчӗ.
— Эс вара, Николай Мартынович, ҫав элекҫе хӳтӗлетӗн-и? — хӑйӗннех тӑсрӗ Русаков.
— Чӑн сӑмаха эп куҫранах калатӑп, айӑпсӑр ҫынна ан тив!
Директор тарӑхса кайрӗ.
— Хӑҫан ман вырӑна ларатӑн, хӑҫан...
Ҫак вӑхӑтра телефон шӑнкӑртатрӗ. Кам шӑнкӑравланине тавҫарса илсен — вырӑнти пуҫлӑх иккен! — Русаков хыпаланса ӳкрӗ. Сассине ҫав тери ҫемҫетсе калаҫрӗ. Трубкӑна хурсан пӗр хушӑ тапранмасӑр ларчӗ: вырӑнти аслӑ пуҫлӑхӑн кӑмӑлӗ савӑк пулнӑшӑн хӗпӗртерӗ. Пӳлӗмре стена ҫинчи сехет шахкани, Русаков пӳрнисемпе сӗтеле такӑртаттарни ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ. Сывлӑшне ҫавӑрсан директар ура ҫине тӑчӗ, креслине стена патнелле шутарчӗ те пулӗм тӑрӑх утхалама тытӑнчӗ. Калле-малле виҫҫӗ хутласан, Орлов умӗнче чарӑнса тачӗ:
— Бухгалтерӑн заявлени ҫырмаллах пулать! — Ҫавӑнтах хушса хучӗ: — тен, эсӗ те... ҫыратӑн?
— Мӗн, мӗн? - ӑнланмарӗ Орлов.
Русаков сиввӗн пӑхрӗ. Орлов сӗтел хушшинчен тухса алӑк патнелле утрӗ. Хӑйӗн пулӗмне кӗрсен вӑл чурече уҫса ячӗ, умлӑ-хыҫлӑ икӗ сигарет туртрӗ. Мӗн пулса тухнине ӑнланма хӑтланчӗ. Хӑҫан йӑнӑшрӗ вӑл?
Мускавра йӑнӑшрӗ.
Орлов заявлени ҫырса кӗсйине чикрӗ.
Пӳлӗмре ларма пултараймарӗ вӑл. Уҫӑлма тесе урама тухрӗ. Сывлӑшра ҫулҫӑсем вӗлтӗртетеҫҫӗ. Сивӗ ҫил вӗсене ешӗл чӑрӑшсем пателле хӑвалать.
Хурӑн аллейинче ҫӳреме юратать Орлов. Халӗ те унтапла ҫул тытрӗ.
Логинов бухгалтер та кунта иккен. Каҫа сулӑннӑ хӗвел пайӑркисем унӑн куҫлӑхӗ ҫинче йӑл-йӑл ҫиҫкелеҫҫӗ.
— Ларӑр, Николай Мартынович, — терӗ Логинов.
— Директор патӗнчен тухсан уҫӑ сывлӑш кирлӗ... Ӗмӗр пӗрле пулнӑ ҫыннӑн чунне те йӑлтах пӗлсе ҫитереймӗн. Русаков чунне вара... Эсир япӑх мар туссемччӗ. Анчах Мускавра вӑл мӗншӗн ӗҫсӗр тӑрса юлнине пӗлместӗр пуль.
— Пӗр элекҫӗ ҫӑхав панӑ пулать...
— Ҫӑхавҫӑ?! Русаков завода пӗтерсе хунӑ! Пӗчӗк фирмӑсем урлӑ банк операцийӗсем туса ун пурлӑхне салатнӑ.
— Ӑҫтан пӗлетӗн кӑна?
- Кӗру, Мускав ҫынни, каласа пачӗ. «Хушпу» ятла эаводра вӑл Русаковпа пӗрле ӗҫленӗ.
«Хушпу» тенине илтсен, Орлов чӗлхесӗр пулнӑ пек шӑпланса ларчӗ. Алли каллех кӗсьене сигарет патне тӑсӑлчӗ. Хуҫлатса хунӑ хут листи, паҫӑрхи заявлени, алла лексен вӑл ӑна туртса кӑларчӗ те чӑр-чар ҫурса ҫилпе веҫтерчӗ. . _
Тинех чун вӑйне туйса илчӗ Орлов.
>>Аркадий Скворцов, калава «Хыпар» хаҫачӗнчен илнӗ>>


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 11:42:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3404 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем